Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш тӑлмачӗ

Чӑваш чӗлхи

«Чӑваш тӑлмачӗ» интернетри ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ — утӑ уйӑхӗнчи — хыҫа юлчӗ. Ҫавна май ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.

Иртнӗ уйӑхра пурӗ 6 700 ытла куҫару йышӑнтӑмӑр. Ҫӗртме уйӑхӗпе танлаштарсан, ку ытларах. Ун чухне конкурса хутшӑнакансем 3 600 куҫару кӑна хатӗрлеме пултарчӗҫ. Миҫен хутшӑнчӗҫ? Куҫаракансен йышӗ 24 ҫынпа танлашрӗ. Пурӗ вара сайтра хальхи вӑхӑт тӗлне 91 хутшӑнакан регистрациленнӗ.

Утӑ уйӑхӗнче те эпир 3 вырӑна палӑртӑпӑр. Чи нумай куҫараканни ку уйӑхра та «Марина» пулчӗ. Вӑл 1849 пуплевӗш (предложени) куҫарма пултарчӗ. Сӑмахсене шутласан 19 пин те 223 сӑмах пулать. Маттур! Иккӗмӗш вырӑна «Альтук аппа» йышӑнчӗ. Вӑл ку уйӑхра кӑна хутшӑнма пуҫларӗ пулсан та утӑ уйӑхӗнче 1096 пуплевӗш куҫарчӗ (е 11 141 сӑмах). Виҫҫӗмӗш вырӑна «snik» ятлӑ хутшӑнакан тухрӗ. пуплевӗшсене вӑл ытларах куҫарчӗ (1305), анчах вӗсем кӗскерех пулнипе сӑмах йышӗ унӑн пӗчӗкрех пулса тухрӗ — 10 708. 1-мӗш вырӑна тухнӑшӑн ку уйӑхра та эпир 1500 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр, 2-мӗш вырӑнтине — 1000 тенкӗпе, 3-мӗш вырӑнтине — 500 тенкӗпе.

Яланхи пекех 100 ытла пуплевӗш куҫарнисене асӑнса хӑваратпӑр: Мария, Галина, civhim2, Надя, salam, Роза, vlad.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Пӗлтерӳ

«Чӑваш тӑлмачӗ» ӑмӑртӑва йӗркелӳҫӗсем йышӑннӑ тӑрӑх тапхӑрӑн-тапхӑрӑн пӗтӗмлетме шут тытрӑмӑр. Конкурс вӑхӑтне пурӗ 3 пая пайлас терӗмӗр — вӗсем уйӑх тӑршшӗ пырӗҫ. Ҫавна май ӗнер, ҫӗртмен 30-мӗшӗнче, пӗрремӗш тапхӑрӑн ӗҫне пӗтӗмлетрӗмӗр те.

506 пуплевӗш (предложени) куҫарса малти вырӑна Марина ятлӑ хутшӑнакан тухрӗ. Вӑл пурӗ 6041 сӑмах куҫарма ӗлкӗрчӗ. Каласа хӑварас пулать — Марина конкурс пуҫланнӑранах ӗҫлерӗ. Иккӗмӗш вырӑна civhim2 тухрӗ. Вӑл пурӗ 5308 сӑмахран тӑракан 583 пуплевӗш куҫарчӗ. Вырӑнсене палӑртнӑ чухне эпир сӑмахсен шутне илнӗ май вӑл чи малти вырӑна лекеймерӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн хӗрӳ тупӑшу пычӗ — пӗрремӗш тапхӑр вӗҫленсе пынӑ май Мария тата snik ятлӑ хутшӑнакансем ӑмӑртса куҫарчӗҫ. Пӗтӗмлетӳ вӑхӑчӗ ҫитнӗ ҫӗре вара мала ҫав-ҫавах Мария тухрӗ. Унӑн 3992 сӑмах пулчӗ, snik-ӑн вара — 3916 ҫеҫ.

Ҫапла май Маринӑна 1500 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр, civhim2-не — 1000 тенкӗпе, Марийӑна — 500 тенкӗпе. Уйрӑмах хастар ӗҫленӗ хӑш-пӗр хутшӑнакансене те кӑштах хавхалантарас тетпӗр — 100 е ытларах пуплевӗш куҫарнисене 100-шер тенкӗпе хавхалантарӑпӑр. Ку вӑл: snik (521), Viktor (332), Галина (275), Алина (247), Надя (125), Любовь (123), Маргарита (113).

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 17

1932
93
Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1932
93
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ.
1936
89
Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ
1958
67
Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
2003
22
Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
2003
22
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй